Шупашкарта ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑркки ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Ҫимӗҫсене туянас килсен «Николаевски» суту-илӳ комлексне, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑна (унчченхи «Шупашкар» пасар), «Шупашкар» универмаг умӗнчи лапама пымалла.
Ял хуҫалӑх ҫимӗҫӗсен ярмӑрккинче аш-какай, пахча ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, кӑлпасси таврашӗ, вӑрӑсем, калчасем туянма май пур. Студентсем, нимеҫӗсем, тивӗҫлӗ канури ҫынсене сумкӑсене киле илсе ҫитерме пулӑшӗҫ.
Хула администрацийӗ сутуҫӑсене вырӑнсене тӳлевсӗрех парӗ. Кӑҫал Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Куславкка тата ытти районти 10 ытла организаци ярмӑрккӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче пурӑнакансем, ҫав шутра кӳкеҫсем те, урамра тепӗр чух тӑракан ырӑ мар шӑрша пӗрре ҫеҫ мар туйнӑ. Хӑнӑхса та ҫитрӗҫ пуль тенӗччӗ те, ҫук иккен. Александр Анисимов ятлӑ ҫын «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне хуптарма ыйтса петици ҫырнӑ.
Асӑннӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ тавралла 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗсенче ырӑ мар шӑршӑ тӑнине палӑртнӑ унта. Петрэици авторӗ маларах Роспотребнадзора, прокуратурӑна ҫырнисем усӑ кӳменнине асӑннӑ.
Хапрӑка хупса хума ыйтнине Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе шӑрҫаланӑ. Ҫырура ҫынсен таса сывлӑшпа сывлас килнине пӗлтернӗ.
Ҫак самантра петицие 175 ҫын алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енри икӗ арҫын сыр тума вӗреннӗ. Ҫак тӗллевпе вӗсем Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине ҫул тытнӑ. Унта биотехнологипе агрономи факультечӗн биотехнологипе ял хуҫалӑх продукцине тирпейлеме хӑнӑхтаракан кафедринче вӗреннӗ.
«Сыр тӑвакан-ӑста» курса Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сергей Федоров тата Шупашкарти предприятисенчен пӗринче ӗҫлекен Леонид Шкирдов ҫӳренӗ. Сыр тӑвассин вӑрттӑнлӑхне вӗсем пӗр уйӑх хӑнӑхнӑ. Унтан «Академилле сыр» хатӗрлесе кӑтартнӑ.
Сергей Федоров Сӗнтӗрвӑрри районӗнче халӑхран сӗт пухассипе тимлет. 1996 ҫулта вӑл ял хуҫалӑх академийӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ. Леонид Шкирдов сыр цехӗн бригадирӗнче ӗҫлет. Арҫын сырӑн тӗрлӗ сортне: ҫав шутра ҫемҫисене (фермер, моцарелла), тӑварлисене (брынза, сулугуни) тата ҫурма хыттисене (качотта) тума пӗлет.
Чӑваш Енри В. Журавлев ятлӑ фермер ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрушӑн пӑшӑрханса «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫыру шӑрҫаланӑ.
Алла ручка тытнӑ фермер Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӳпкелеме пӑхни сисӗнет. Михаил Васильевич сӑра вӗретмелли урпа ӳстермелле тесе темиҫе ҫул каялла «мӗнпур кӗтесре» каланӑ имӗш.
«Пӗтӗм республика, ҫав шутра эпӗ те сӑра вӗретмелли урпа туса илме тытӑнтӑмӑр. Анчах ӑна эпӗ те, ыттисем те пӗр килограмм та вырнаҫтарайман. Сӑра вӗретмелли урпана выльӑха панӑ», — шӑрҫаланӑ фермер.
Унтан вӑл сӑра вӗретмелли тата фуражлӑх урпана апат единици виҫипе танлаштарса кӑтартнӑ. Иккӗшӗн хушшинчи уйрӑмлӑх 10 процент-мӗн. Ҫакӑ республикӑри хресчене миллионшар тенкӗ тӑкака кайса ларнӑ пулать.
Фермера ӗненсен, халӗ Михаил Васильевич тата урӑх йышши ял хуҫалӑх культурисем туса илме калать-мӗн. Анчах В. Журавлев Элтепер хыҫҫӑн каймалла мар тени туйӑнать.
Пуш уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2018» курав ӗҫлессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Софья Савнеш автор Раҫҫейри 25 регионти 90-а яхӑн компани хутшӑнассине систернӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ тунтикунхи планеркӑра ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, курава Раҫҫейри 23 регионтан килнӗ. Мероприятире ҫӗрулмин 100 ытла сорчӗпе паллаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулми туса илмелли техникӑн куравӗ иртнӗ.
Ҫав мероприятире предприятисемпе организацисем халӑха 60 тонна ҫӗрулми сутнӑ.
Сергей Артамонов пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацине тав тунӑ. Унтисем ватӑсене ҫӗрулмине киле тӳлевсӗр ҫитерсе парассине йӗркеленӗ-мӗн. Ҫак ӗҫе 12 автомашинӑна явӑҫтарнӑ, тиеме тата пушатма 24 ҫынна чӗннӗ.
Ҫӗрулмин ҫӗнӗ сортне лартса ӳстерес килет-и? Эппин, сирӗн курава васкамалла. Пуш уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2018» курав ӗҫлӗ.
Унта Раҫҫейри 25 регионти 90 яхӑн компани хутшӑнӗ. Курава Беларуҫ та хӑйӗн ҫимӗҫне илсе килӗ.
Курав ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ. Питӗ меллӗ: кирлӗ пулсан ӑна Шупашкарта пурӑнакансене киле ҫитиех пырса парӗҫ – тӳлевсӗрех. Нимеҫӗсем пулӑшӗҫ, 6 автотехника ӗҫлӗ.
Вӑрлӑх ҫӗрулмине урамра, Николаев ячӗллӗ суту-илӳ комплексӗнче сутма палӑртнӑ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрсан сутмалли вырӑнсене урӑх ҫӗре куҫарӗҫ. Кун пирки маларах пӗлтерӗҫ.
«Юрма» агрохолдинг» тулли мар яваплӑ обществӑран 304 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Предприяти тӑпрана вараланӑ-мӗн, ҫавна май Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ суда икӗ тавӑҫ тӑратнӑ.
Пӗрремӗш тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, «Юрмаран» тӑпрана сиенлетнӗшӗн 144 миллион ытла тенкӗ шыраса илмелле, тепӗр тавӑҫра вара – 160 миллион тенкӗ палӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхре те предприятин проект хатӗрлемелле, каяшпа вараланӑ ҫӗре йӗркене кӗртмелле.
Тавӑҫсене Шупашкар районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Судья шыраса илмелли укҫа виҫине пӗчӗклетме пултарать. Е сиенлетнӗ ҫӗре рекультваци тутарма йышӑнӗҫ. Пӗрремӗш ӗҫпе суд ларӑвӗ ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ, тепринпе – нарӑсӑн 28-мӗшӗнче.
Аса илтерер: «Юрма» кайӑк-кӗшӗк каяшне тара панӑ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫине тӑкнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче теплицӑсем пулӗҫ. Вӗсем кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта хута каймалла.
Теплицӑсенче пахча ҫимӗҫ ӳстерӗҫ. Хальхи йышши теплицӑсем тума 6 миллиард тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Шупашкар районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центр пахча ҫимӗҫ ӳстерекен ҫынсене пухма тытӑннӑ. Теплицӑсенче ӗҫлеме пуҫлакан ҫынсене Кӳкеҫ поселокӗнче утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче «Нива» вӗренӳ центрӗнче вӗрентӗҫ. Вӗсене стипенди тӳлӗҫ, ҫул укҫине саплаштарӗҫ.
Теплицӑсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ сахал мар пуласса шантараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, агроном 45 пин тенкӗ илӗ. Пахча ҫимӗҫ ӳстерекенсен ӗҫ укҫи 15 пин тенкӗрен кая мар пулӗ.
Ӗҫе илнӗ чухне чи кирли – аллерги ҫукки. Теплицӑсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫлеме тытӑнасси пирки «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтерет.
Ялта пурӑнакансене усламҫӑсем сӗте йӳнӗ хакпа пуҫтарни канӑҫсӑрлантарать. Ку ыйтӑва правительствӑра та сӳтсе яваҫҫӗ.
Чӑваш Енре сӗт ярмӑрккисем уҫма палӑртнӑ. Вӑл ку шӑматкун Шупашкарта пӗрремӗш хут ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта вырӑнти сӗт юр-варне сутӗҫ.
«Сӗт тӗнчи» ярмӑрккӑн тӗп лапамӗ «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче уҫӑлӗ. Вӑл нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ҫак тапхӑрта ҫынсен сӗт, турӑх, йогурт, тӑпӑрч, хӑйма, ҫу, чӑкӑт тата ытти юр-вара туянма май пулӗ.
Кунашкал ярмӑрккӑ Канаш хулинче ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Палӑртмалла: сӗт хакӗ Чӑваш Енре кӑна мар, Атӑлҫи федераци округӗнче те, Раҫҫейӗпе те тӑрук чакнӑ. Ҫакна тӳре-шара чикӗ леш енчен типӗ сӗт тата услам ҫу кӳрсе килнипе ҫыхӑнтарать.
Юлашки вӑхӑтра «Чӑваш бройлерӗ» пирки калаҫаҫҫӗ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче те сӳтсе явнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра предприятире ӗҫлекенсен йышне чакарма палӑртнӑ. Ӗҫсӗр тӑрса юлнисен мӗн тумалла вара? Республикӑра ятарласа комисси йӗркеленӗ. Вӑл предприятирен кӑларса янӑ ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе тӑрӑшӗ.
«Халӗ «Чӑваш бройлерӗнче» оператор тытӑмӗнче, тасатмалли сооруженисенче тӑрӑшакансене хӑварма тӑрӑшатпӑр», — тенӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Халӗ правительство «Чӑваш бройлерне» ура ҫине тӑма пулӑшакан инвестор шырать. Ку ыйту ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева питӗ шухӑшлаттарать. Вӑл ку эрне вӗҫӗнче Сочире иртекен инвестици канашлӑвне кайӗ. Унта РФ ял хуҫалӑх министрӗпе ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑнӗ, шӑпах ҫавӑнта «Чӑваш бройлерӗн» ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклеме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |